Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем: Шӑрттан ял тӑрӑхӗ

Ял пурнӑҫӗ

Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Огонек ялӗнчи ҫынсем уява пухӑннӑ. Ялта халӑх йышлӑ мар, ҫапах пӗрле уяв йӗркелесе вӗсем туслӑхӗ ҫирӗп пулнине кӑтартнӑ.

Уява Шӑрттан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Моисеев уҫнӑ. Ял ҫыннисене саламламашкӑн ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Павлов та ҫитнӗ. Йӗпреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Фадеев, социаллӑ хӳтлӗх пай пуҫлӑхӗ Римма Июдина та тухса калаҫнӑ.

Владимир Андреева, Сергей Сапожникова, Надежда Семеновӑна хастарлӑхпа палӑрнӑшӑн Йӗпреҫ район администрацийӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ. Сергей Моисеев яла хӑтлӑх кӗртес ӗҫре нумай тӑрӑшакансене тав хучӗ панӑ.

Уяв концертпа тӑсӑлнӑ. Огонек ҫыннисене Шӑрттан ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

 

Персона

Йӗпреҫ районӗнчи Хыркасси ялӗнче пурӑнакан Ефросиния Андриановна Филиппова 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫуралнӑ кунне утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тунӑ вӑл.

Ӑна саламламашкӑн Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов та килнӗ. Шӑрттан ял тӑрӑхӗн администрацийӗнчен те ҫитнӗ, мӗншӗн тесене Ефросиния Андриановна Шӑрттан ялӗнче кун ҫути курнӑ.

Ефросиния Андриановна 1936 ҫулта качча тухнӑ. Вӑл Хыркасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Григорий Филипповичпа пӗр ҫулпа утнӑ. Кинемей Тӑван ҫӗршыв вӑрҫи кӗрленӗ чухне нуша самаях курнӑ. Йывӑрлӑха парӑнмасӑр вӑл мӑшӑрӗпе сакӑр ачана ура ҫине тӑратнӑ.

Палӑртмалла: Ефросиния Андриановна II тата III степень «Амӑшӗн мухтавӗ» кавалер орденне тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34554
 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республикӑри чылай ял халӑхӗ уявра пӗрле савӑннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Хыркассинче те ял уявне паллӑ тунӑ.

Малтанах лапама пухӑннӑ халӑха Шӑрттан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Ефремова саламланӑ. Унтан район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров сцена ҫине тухса ырӑ сӑмахсем каланӑ. Вӑл кун пек уявсем ҫынсене пӗр чӑмӑра пухнине, аталанмашкӑн вӑй хушнине палӑртнӑ.

Николай Чугаров общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ Анатолий Пашкова район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.

Унтан уяв концертпа тӑсӑлнӑ. Сцена ҫине Хыркасси тата Шӑрттан ялӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем тухнӑ. Ун хыҫҫӑн пурте сӗтел хушшине ларса шӳрпепе сӑйланнӑ.

Сӑнсем (60)

 

Персона Ефроисния Филиппова тӑванӗсемпе тата хӑнасемпе
Ефроисния Филиппова тӑванӗсемпе тата хӑнасемпе

Йӗпреҫ районӗнчи Хыркасси ялӗнче пурӑнакан Ефросиния Андриановна Филиппова тӑванӗсемпе, ентешӗсемпе сӗтел хушшине ларса 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров, социаллӑ хӳтӗлев пайӗн пуҫлӑхӗ Римма Июдина, Шӑрттан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Ефремова кинемее РФ Президенчӗ саламне памашкӑн килнӗ.

Ефросиния Андриановна Шӑрттан ялӗнче ҫуралнӑ. 1936 ҫулта вӑл Хыркасси каччипе Григорий Филипповичпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 8 ача ӳстернӗ.

Ефросиния Филиппова вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑн колхоз хирӗсенче мӗн тери йывӑр пулнине паян та лайӑх астӑвать. Вӑл II, III степень «Амӑшӗн мухтавӗ» кавалер орденне тивӗҫнӗ. Тӗнчен икӗ вӑрҫине курнӑ кинемейӗн упӑшкине, ултӑ ачине пытарма тивнӗ.

Халӗ 100 ҫулти кинемейӗн 23 мӑнук, вӗсен 12 ачи. Нумаях пулмасть вал кил-тӗрӗшри ӗҫсене хӑех тунӑ. Халӗ вӑл хӗрӗ Раиса патӗнче Йӗпреҫре пурӑнать.

 

Огонек ялӗ
Огонек ялӗ

Эрне пуҫламӑшӗнче, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Огонек ял вулавӑшӗнче вулав культурине ҫӗклес енӗпе «Ман вулас килет, ман пӗлес килет» ятпа ҫӗнӗ кӗнекесен кунӗ иртнӗ. Гладкова С.Н. библиотекарь ҫак кун тӗлне ятарласа ҫӗнӗ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ — вулавҫӑсем унпа кӑсӑклансах паллашрӗҫ. Вулавӑша килнисене уйрӑмах Улькка Эльменӗн «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» кӗнеке кӑмӑла кайрӗ.

Огонек посёлокра пурӗ 200 ҫына яхӑн пурӑнать. Вӑл Йӗпреҫрен 5 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Огонек ял вулавӑшӗ Шӑрттан ял тӑрӑхӗн учрежденийӗ. Ҫулталӑкне кунта кӗнеке вулама 350 ҫын таран ҫӳрет. 4660 ытла кӗнеке, ҫулталӑкне вулакансене алла 7 пин ытла кӗнеке, хаҫат-журнал параҫҫӗ. Гладкова С.Н. кунта 1997 ҫултанпа вӑй хурать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ